Ҫеҫпӗлӗн илемлӗх концепцине идеал куҫӗпе кӑна пӑхса ӑнлантарма май ҫук. Кунта поэт хӑй илемлӗ пултарулӑха, сӑмаха еплерех ӑнланса курнине те, еплерех ҫӗнӗ ӑслайсем енне туртӑннине пӗлни те кирлӗ. Ҫав туртӑмсем унӑн тӗрлӗ тапхӑрта тӗрлӗрен пулнӑ.
Поэт пултарулӑхне ҫак тапхӑрсене уйӑрса пӑхмалла:
Поэтӑмӑрӑн ашшӗ вӗри те мӑн кӑмӑллӑ, ҫав хушӑрах ыттисене шанман, иккӗленекен ҫын пулнӑ. Ывӑлӗ пӗтӗмпех ашшӗне хывать, ахальтен мар вӑл уншӑн чи хаклӑ ҫын пулса юлать. «Эп аттене мӗнле юратнине пӗлесчӗ Сирӗн... — тесе ҫырать поэт А. Червякова патне 1920 ҫулхи ҫӗртме 2-мӗшӗнче янӑ ҫырӑвӗнче, — пӗлесчӗ Сирӗн: пурнӑҫӑн ӑраскаллӑ та ҫутӑ тапхӑрӗнче эпир унпа шухӑшсем шухӑшлаттӑмӑр, ӗмӗтленеттӗмӗр...»
Мишша хӑйне ыттисенчен уйӑрарах тытма, ҫынсенчен ютшӑнарах ҫӳреме пуҫлать. Ҫын вӗлерекенӗн ачи ятпа ҫӳреме йывӑр пулнӑ ӗнтӗ. Ҫеҫпӗлте пулнӑ ывӑлӗн ӑшӑ туйӑмӗ мораль-несӗппе хирӗҫӗве кӗрет. Ҫеҫпӗл Асап ҫулӗпе ҫакӑнтан пуҫласах утма тытӑнать.
Ҫеҫпӗл юлташӗсем тӗрлӗ приключенисем вулама юратнӑ, вӑл вара ытларах Лермонтов, Некрасов, Кольцов сӑввисене кӑмӑлланӑ. Юлташӗсем ҫӑмӑл юрӑсене юрланӑ, поэт «Ямшӑк арӑмӗ», «Амӑшӗн вилтӑпри ҫинче» йышши юрӑсене хисепленӗ, чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Амӑшӗ аса илнӗ тӑрӑх, пӗррехинче ӑна ывӑлӗ кӗнекерен хӗр йӗрри сӑмахӗсене вӗрентнӗ иккен:
Акӑш вӗҫсе пынӑ чух Кам курать-ши урине? Ҫич ют килне килсессӗн Кам курать-ши ыррине? Икӗ витре шыв ӑсрӑм, Пусма вӗҫне лартайрӑм. Ахах ятӑм — путмарӗ, Кӗмӗл ятӑм — юхмарӗ.
Теччӗри малтанхи тапхӑр — поэтӑмӑршӑн тӗнче культурин алӑкне уҫнӑ вӑхӑт. Ку тӗлӗшрен ӑна пулӑшаканӗ учительсен семинарийӗнче вӗрентекен В.Никаноров пулнӑ. Ҫак ҫын хӑй вӑхӑтӗнче П.Коган тата П.Сакулин литературоведсен лекцийӗсене итленӗ, вӗсен шухӑшӗсене ӑша хывнӑ. Ун тӑрӑшӑвне пула Ҫеҫпӗл антика литературине, Чӗрӗлӳ, Ҫутлӑх тапхӑрӗсенчи литературӑна пӗлсе ҫитет, вырӑс романтизмӗпе классицизмне тӗшмӗртет.
1918 ҫулхи ҫур кунне поэт хӑйӗн пӗрремӗш программа евӗрлӗ сӑввине хайлать. Ҫак сӑвва вӑл вырӑсла, силлабика-тоникӑна тӗпе хурса ҫырнӑ, «Кузница» поэчӗсене ҫывӑх сӑнарсемпе усӑ курнӑ. «Пуласси», «Иртнӗ самана» сӑввисене те вӑл ҫав шкулӑн традициллӗ сӑнарӗсенех кӗртет. Хӑш-пӗр тӗпчевҫӗ Ҫеҫпӗлӗн ҫеҫпӗллӗхне шӑп та шай ҫак сӑвӑсенче курать, вӗсенче историзм вӑйлине палӑртать. Чӑннипе ҫав сӑвӑсем поэтӑн вӗренмеллерех ҫырнӑскерсем. Сӑвӑҫ ҫав тапхӑрта пролетари писателӗсен витӗмӗнче пулнӑ.
Теччӗри малтанхи тапхӑр вӗҫнелле поэт вырӑс символизмӗ енне туртӑнма пуҫлать. Кунта В.Брюсов витӗмӗ питех те вӑйлӑ пулнине палӑртмалла. Ахӑртнех, сӑвӑҫӑмӑр А.Блок поэзине те пӗлнӗ. 1919 ҫулхи утӑн 20-мӗшӗнче вӑл «Хӗрлӗ тинӗсре» ятлӑ тӗрлӗ символсемпе пуян сӑвӑ пичетлет. Хӗрлӗ тинӗс — революци; карап — халӑх, общество; Асап ҫыранӗ — иртнӗ пурӑнӑҫ; Телей ҫыранӗ — пулас пурӑнӑҫ т.ыт.те.
Теччӗри кайранхи тапхӑр Ҫеҫпӗлшӗн чи малтан поэзири харкамлӑха аталантарнӑ вӑхӑт пек кӗрсе юлать. Ҫакӑ сӑвӑҫ А.Червяковӑна юратма пуҫланинчен те чылай килнӗ. Вӑл туйӑмлӑ лирик пулни унӑн ҫав тапхӑрти пӗрремӗш сӑввинчех курӑнать.
Ҫепӗҫ кулянӑҫлӑн, вӗҫӗмсӗр хурлӑхлӑн Хурлӑхлӑ ӗмӗт ӑшне Эсӗр вӑрӑннӑ. Сирӗн илемӗр тин ҫеҫ куҫран пӑрӑннӑ Тӗлӗкӗн, ҫӑлтӑрӑн курӑнчӗ уҫӑмлӑн.
Ҫеҫпӗлӗн тӗс символики чи малтанах туйӑма романтика сӗмӗ ҫаптарнӑ. Ку тӗлӗшрен вӑл А.Блока ҫывӑх тӑнӑ. Чӑваш сӑвӑҫин ҫав вӑхӑтри тӗп тӗсӗсем — хӗрлӗ, симӗс тата кӑвак тӗссем. Пӗрремӗшӗ вӑл Революци, ҫын ӑс-хакӑлӗ, иккӗмӗш тӗсӗ — поэт, сӑрӑҫӑ чунӗ. Кӑвак тӗсӗ вара туйӑма, юратӑва пӗлтернӗ.
Тӗссене хисепленӗ пулсан та поэт сӑвӑра чи кирли сасӑ янӑравӗ тесе шутланӑ. Ку тӗлӗшрен вӑл В.Брюсов каланипе (сӑвӑ — сасӑ пулӑмӗ) пӗр шухӑшлӑ пулни курӑнать. Вырӑссен теоретикӗ сӑвӑ теорине ятарласа эвфони (сӑвӑри сасӑ йӗркеленӗвӗн вӗрентӗвӗ) тата мелодика (сӑвӑри сасӑсемпе сӑнарсен хӑй евӗрлӗ ҫыхӑнӑвӗн вӗрентӗвӗ) пайсем кӗртет. Ҫав хушӑрах вӑл тӗрлӗ халӑх сӑввисен уйрӑмлӑхне чӗлхе уйрӑмлӑхӗсемпе ӑнлантарать.
Ҫак ӑслай вӗрентӗвӗсем В.Брюсовӑн «Краткий курс науки о стихе» (М.,1919) кӗнекинче пурте пур. Ҫеҫпӗл ҫав тапхӑрта ку ӗҫе тӗплӗн тишкерни паллӑ. Шӑп ҫавӑн чухне ӗнтӗ вӑл чӑваш тата тутар юррисенчи аллитерацие сӑнать, ҫав мелпе малтанласа «Ака ҫинче» тата «Дорогая...» сӑввисене ҫырать (1919 ҫул вӗҫӗнче). Ун чухне вӑл чӑваш сӑввисенче аҫа састаш (мужская рифма) ама састашран (женская рифма) ытларах тӗл пулнине асӑрхаса палӑртать; дактиль тата импердактиль виҫеллӗ йӗрке вӗҫӗсем питӗ тухӑҫсӑрри ҫинчен ҫырать.
Ҫеҫпӗлӗн илемлӗх концепцийӗ ҫак тапхӑрта ҫирӗпленсе, малалла аталанса пырать. Поэт ҫӗнӗ жанрсем, ӑслайсем шырать, ҫӗнӗ тропсемпе усӑ курма пуҫлать. Ҫакӑ вара ҫӗнӗ стильпе поэтика йӗркелеме май парать. Кунта вӑл В.Брюсовӑн «Смысл современной поэзии» статйинчи шухӑшсене ӑша хывни аван курӑнать. Ҫеҫпӗл вырӑс теоретикӗн ҫав статьяри шухӑшӗсемпе 1920 ҫулхи сентябрьте, хӑй Мускава кайсан паллашнӑ. Шӑп ҫав кунсенче В.Брюсов поэзи ҫинчен лекци вуланӑ, унта вӑл ҫӗнӗ вӑхӑт ҫӗнӗ форма, ҫӗнӗ ҫемӗ ыйтни ҫинчен чылай калаҫнӑ. Ҫеҫпӗлӗн тепӗр уйӑх иртсен пичетленнӗ «Сӑвӑ ҫырассипе ударени правилисем» статйин тӗп шухӑшӗ те ҫавах. Тепӗр вырӑнта сӑвӑҫ ҫапла ҫырса хурать: «Чӑваш поэчӗсен малтан сӑвӑ хурӑмне тӑвас пулать. Кивӗ хурӑм, ҫич сыпӑклӑ сӑвӑ, чӑваш поэзийӗнче ку таранччен патша пулса тӑнӑ. Халӗ ҫӗнӗ ӑслайсем кирлӗ. Ҫӗнӗ хурӑм пултарас. Ку тӗрӗс ҫул, мӗншӗн тесен, картин тӑвас тесен малтан сӑрӑ кирлӗ, ҫурт тӑвас тесен чи малтан кирпӗч кирлӗ».
Ҫеҫпӗлӗн тата Брюсовӑн эстетика концепцийӗсем чылай чухне пӗр килеҫҫӗ. Вӗсем иккӗшӗ те символа сивлемен, ҫав хушӑрах мистификацие йышӑнман. Вӗсем сӑнарсене тӗпе хураҫҫӗ, тӗп шухӑша палӑртма та манса каймаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗнӗ саманапа ҫураҫса тӑракан ҫӗнӗ литература шкулӗ йӗркелес ӗмӗтпе пурӑнаҫҫӗ. В.Брюсов, сӑмахран, тӗрлӗ юхӑмри писательсене чӑмӑртать, Пӗтӗм Раҫҫейри писательсен союзӗн председателӗ пулать (1919-1921 ҫулсенче). Ҫеҫпӗл те ҫав ӗмӗтсемпех ҫуннине эпир унӑн Н.Ваҫанкка патне янӑ ҫырӑвӗнче курма пулать («...Чӑваша юратса тапакан чӗреллӗ ҫынсене пухса ушкӑн тума кирлӗ пек туйӑнмасть-и?»). 1920 ҫулхи ҫур кунне Хусанта вӑл хӑйӗн тавра чӑваш ҫыравҫисене пуҫтарнӑ, литература ушкӑнӗ тӑвас ыйтусене хускатнӑ. 1921 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче вӑл ҫав шухӑшсене тӗпе хурса Шупашкарта доклад тунӑ, чӑваш поэчӗсен сӑввисене пухса кӑларма пуҫӑннӑ.
1920 ҫулхи авӑн-чӳк уйӑхӗсенче Ҫеҫпӗл чӑваш сӑввин тытӑмне тӗпрен ҫӗнетме пуҫӑнать. Теори ыйтӑвӗсемпе ӗҫленисӗр пуҫне вӑл хӑйӗн программӑллӑ сӑввисене хайлать («Чӑваш чӗлхи», «Чӑваш ачине», «Чӑваш арӑмне»). Ҫак тапхӑрта сӑвӑҫ наци ирӗклӗхӗпе ҫӗкленсе мӑнаҫланать, чӑваш чӗлхин, культурин ҫутӑ пуласлӑхне шанать: «Ку таранччен чӑваш сӑмахӗ илтӗнмен, — халӗ чӑваш юрри илтӗнӗ: чӑваш сӑвви, чӑваш сӑмахӗ Атӑл хумӗ пек, вӑрман сасси пек, кӗсле сасси вырӑнне пулӗ. Чӑваш чӗлхи тимӗр татӗ, ҫивчӗ пулӗ. Вӑхӑт ҫитӗ! Вӑхӑт ҫитӗ!»
1920 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ. Ҫак кун Ҫеҫпӗле айӑпласа (Юстици пайӗн ҫуртне юри вут тӗртсе ҫунтарнӑ тесе) 1921 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗччен тӗрмере тытаҫҫӗ. Ҫак тапхӑр витӗмӗпе поэт «Йывӑр шухӑшсем» сӑввине хайлать, малтанласа ирӗк виҫеллӗ дольникпе ҫырать, калаҫу интонацине тӗпе хурать.
1921 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫырнӑ «Чӑн чӗрӗлнӗ!» сӑввине автор «Ирӗклӗ ҫырнӑ сӑвӑсем» тенӗ. Ҫак жанра сӑвӑҫ хӑй ҫапла ӑнлантарать: «Ирӗклӗ ҫырнӑ сӑвӑсем тесе стих тӑршшӗнче (метр) умлӑ-хыҫлӑ ударенисем пур ҫӗрте те пӗр пек пыманнине калаҫҫӗ. Ҫавӑн пек сӑвӑсен стих тӑршшӗ те пӗр пек мар. Вӗсем ытла кӗвӗллех мар вара».
Кунта поэт ҫак сӑвӑ кӗвӗлӗхне силлабика-тоникӑпа танлаштарса калани куҫкӗрет. Ҫав ҫулсенче тӗрлӗ картлӑ (стопаллӑ) йӗркесенчен тӑракан сӑвва В.Брюсов «вольные стихи» тенӗ. Йӗркесерен тӗрлӗ картсем улшӑнса пыраҫҫӗ, тата вӗсен шучӗ йӗркесенче тӗрлӗрен пулсан ун пек чухне вырӑс теоретикӗ ҫав сӑвва «свободные стихи» тесе калать. Малтанхи сӑвви ҫак системӑн пӗр тӗсӗ иккен. «Чӑн чӗрӗлнӗ!» сӑвва Ҫеҫпӗл шӑп та шай ҫак кӳлепене тӗпе хурса хайлать (вырӑнӑн-вырӑнӑн вӑл силлабика-тоникӑн виҫисене те кӗртсе ярать).
Ҫак тапхӑртан пуҫласа чӑваш сӑввин теоретикӗ силлабика-тоникӑсӑр пуҫне ирӗклӗ сӑввӑн тӗрлӗ тӗсӗсемпе усӑ курать. Кӑшт каярах, «Кӗпер хывӑр!» сӑвва хайласа, поэт чӑваш поэзине французсен верлибрне (ирӗклӗ сӑввӑн тепӗр тӗсне) кӗртет. Эппин, Ҫеҫпӗле чӑваш сӑввин реформаторӗ тенӗ чухне пирӗн силлабика-тоникӑна аталантарнине ҫеҫ мар, поэзине ирӗклӗ сӑвӑ тӗсӗсене кӗртнине те асра тытмалла. Ҫеҫпӗл вӑл е ку сӑвӑ системине хӑйне уйрӑммӑн савман. Сӑвӑ кӳлепине вӑхӑта тата поэт туйӑмӗн юхӑмне кура суйламалли уншӑн пӗр иккӗленӳсӗр пулнӑ. Революци чӗнӗвӗ марш евӗрлӗ тикӗс те «хыт утӑмлӑ» сӑвӑ ыйтнӑ пулсан, шухӑшлӑ, трагедиллӗ йӗркесем ытларах ирӗклӗ сӑвӑ виҫипе ҫырӑннӑ. Ун пек чухне сӑвӑҫ вӗрӳ-суру, ылхан сӑмахӗсене те ӑша хывнӑ.
Ҫак тапхӑрта поэт литература классикине кӗрсе юлмалли ултӑ сӑвӑ хайлать: «Инҫе ҫинҫе уйра уяр...», «Катаран каҫ килсен...», «Шӑршлӑ каҫ йывӑрри...», «Чӑваш! Чӑваш!..», «Ҫӗн Кун аки» тата «Тинӗсе». Ку тапхӑра Ҫеҫпӗл пултарулӑхӗн тӳпи тесе хакламалла. Енчен те эпир «Ҫӗн Кун аки» тата «Тинӗсе» сӑвӑсене классика шайне лартса пӑхатпӑр пулсан, ҫав рете ыттисене те лартмаллах. Малтанхи виҫӗ сӑввине автор ҫӗртме уйӑхӗнче вӗрӳ-суру чӗлхисене ҫывӑхлатса ҫырнӑ. Ҫав хайлавсенче сасӑ вылявӗпе магийӗ питех те вӑйлӑ («Инҫе ҫинҫе уйра уяр...» сӑвӑ пуҫламӑшне тишкернине аса илӗр). Июльте ҫырнӑ сӑвӑсем вара символран тата метафорӑран питех те пуян (Ҫӗн Кун аки пуҫӗн хӗп-хӗрлӗ тимӗрри, ылтӑн ака пуҫ, сар-хӗрлӗ кантӑк, кӑварлӑ ывӑҫ, ылтӑн сӳре т.ыт.те). «Тинӗсе» сӑвви поэтӑмӑрӑн чи вӑйлӑ сӑввисенчен пӗри. Унта сасӑ тата тӗс урлӑ поэт тинӗс кӗрлевне кӑтартса илттерме пултарнӑ. Тӗслӗхшӗн, икӗ йӗрке ҫеҫ илсе пӑхар: «Хуп-хуран, сип-симӗссӗн, Кӑпӑк тумлӑн, хумлӑн-хумлӑн...». Акӑ инҫетрен хура хумсем килеҫҫӗ, ҫывхарнӑ май вӗсем симӗссӗн курӑнаҫҫӗ, ҫырана ҫапӑнса шурӑ кӑпӑкӑн саланаҫҫӗ. Сӑвӑра тӗл пулакан кӗр, хӑр, кар, хумпӑр сӑмах пайӗсем шыв кӗрлевне, хум ҫырана пырса ҫапнине илтӗнтереҫҫӗ. Крым тапхӑрӗнче Ҫеҫпӗл хӑйӗн малтанхи илемлӗх принципӗсене аталантарса вӗсемпе сӑвӑ ҫырнӑ чухне питех те ӑнӑҫлӑ усӑ курать. Ҫак тапхӑрта сӑвӑҫӑн харкамлӑх ӑнӗ ушкӑнлӑх ӑнӗпе килӗшӳллӗн ҫураҫать. Хӑйӗн сӑпатне ҫӗклени поэта миллион чӑваш ячӗпе калаҫма чӑрмантармасть. Халӑхӑмӑра вӑл сӑмах асамлӑхӗпе асамлать, ӑру тӗперӗ-мӑчаварӗ пек йыхӑрать, сӑввисемпе чӗлхемӗр ӑсти-вӗрӳҫи пек ҫунтарать.
Ҫак тапхӑр пуҫламӑшӗнче ҫырнӑ «Хурҫӑ шанчӑк» сӑвӑра Ҫеҫпӗлӗн оптимизмӗ чылай пек-ха. Ҫав хушӑрах «Ҫук, ҫук» теекен улталанӗ, кам «ҫук» тет, ун чунӗ чӑлах» тени виҫӗ хут тӗл пулни ӑнсӑртран мар. Поэт ӑшӗнче иккӗленӳ йӑшӑлтатнӑ. Ҫакӑ пурнӑҫ чӑнлӑхӗ сӑвӑҫ идеалӗнчен инҫетрен инҫетелле тарса пынипе ҫыхӑннӑ.
Хӗле кӗнӗ май выҫлӑх та алхассах пынӑ. Тепӗр уйӑхран чӑваш сӑвӑҫи «Выҫ псалом» хайлать, унта Ҫӗршыва пӑталани ҫинчен малтанхи пек иртнӗ вӑхӑтра мар, хальхи вӑхӑтпа ҫыхӑнтарса каланӑ. «Ҫӗршывӑм вилсе выртнӑ вӑхӑтра эпӗ Украина улӑхӗсем тӑрӑх ҫухалса ҫӳретӗп, — тесе ҫырать вӑл 1921 ҫулхи раштав уйӑхӗнче «Канаш» хаҫат редакторӗ патне. — Мӗнпур шухӑшӑм тӑван ҫӗршывӑм ҫинчен кӑна, ҫак выҫ самана асапӗ ҫӗршывӑма сарлака ҫӗр пичӗ ҫинчен пӗтӗмпех шӑлса ҫухатнӑ-ши, эпӗр — ҫӗршывран саланса пӗтнисем — ӗмӗрех ҫуралнӑ ҫӗршывсӑр, хамӑра ҫуратнӑ халӑхсӑр тӑлӑххӑн тӗнче тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрӗпӗр-ши тесе шухӑшлатӑп кунӗн-ҫӗрӗн...»
Савӑнӑҫлӑ марш вӑхӑчӗ хыҫа тӑрса юлнӑ. Вӑхӑт поэтран ҫӗнӗ сӑрӑ-сӑнар, ҫӗнӗ туйӑм, ҫемӗ ыйтнӑ. Кӗвӗллӗ йӗркесем арканаҫҫӗ, вӗсен вырӑнне шухӑшлӑ шӑплӑх е тарӑхуллӑ кӑшкӑру-ахлату йышӑнать. Ҫаксем пурте «таканлӑ» силлабика-тоникӑна такӑнтараҫҫӗ. Ҫеҫпӗле верлибр енне туртаҫҫӗ («Кӗпер хывӑр!»).
Поэтӑмӑрӑн ҫак тапхӑрта вырӑсла ҫырнӑ сӑввисенче имажинизм витӗмӗ вӑйлӑ палӑрать. Ҫав юхӑм вырӑс поэзийӗнче 1919 ҫулта вӑй илнӗ, унта икӗ тӗп ушкӑн пулнӑ: сулахайрисен ушкӑнӗ (Шершеневич, Мариенгоф) тата сылтӑмрисен ушкӑнӗ (А.Кустиков, С.Есенин). Сулахайрисем сӑнара шухӑшран маларах лартнӑ, сӑвва «сӑнарсен каталогӗ» вырӑнне хунӑ. Сылтӑмрисем сӑнара хисепленӗ, ҫапах та вӑл хӑйшӗн мар, шухӑша уҫса парассишӗн кирлине палӑртнӑ.
Ҫеҫпӗл сылтӑм имажинистсен енче пулнӑ. Ҫак юхӑма вӑл чи малтан Есенин витӗмне пула кӗрсе кайнӑ. Поэтӑмӑр Мускавра В.Брюсов докладне чӑннипех те итленӗ пулсан унта вырӑс теоретикӗ «имажинист Есенин» тенине тӑнласа юлнах ӗнтӗ. Ҫав каҫ вырӑссен аслӑ поэчӗ хӑй те тухса калаҫнӑ. Есенин пултарулӑхӗпе Ҫеҫпӗл Шупашкар тапхӑрӗнче тӗплӗн паллашнӑ, унӑн сӑнар системине ҫывӑх сӑнар тытӑмӗ йӗркеленӗ. Ку вӑл вӗренӳ мар, пултарулӑхри пӗр танлӑ тупӑшу-диалог пулнӑ. Ҫапла майпа пирӗн поэзине Ҫеҫпӗл урлӑ сылтӑм имажинизм юхӑмӗ кӗрсе пынӑ. Каярах ҫав юхӑма В.Рсай, П.Хусанкай тата В.Митта аталантараҫҫӗ. Ҫ. Элкер вара ытларах Ҫеҫпӗлӗн хресченсен ҫӗнӗ туртӑмне (новокрестьянское направление) ҫывӑх сӑввисен ҫулӗпе каять; ҫавна май «Хурҫӑ карап» йышши сӑвӑсем хайлать. 30-мӗш ҫулсенче Ҫеҫпӗл традицийӗн пӗр вуллине (имажинизм туртӑмлине) пуҫӗпех касса пӑрахаҫҫӗ, унӑн вӗренекенӗсене нормӑланӑ эстетика ҫулӗ ҫине пӑрса яма хӑтланаҫҫӗ.
Ҫеҫпӗлӗн илемлӗх концепцийӗ, куртӑмӑр ӗнтӗ, тапхӑрсерен улшӑнса, аталанса пынӑ. Сӑвӑҫ халӑх сӑмахлӑхӗпе те кӑсӑкланнӑ, вырӑс тата тӗнче литературипе те интересленнӗ, тӗрлӗ литература шкулӗсен, юхӑмӗсен вӗрентӗвӗсене аван пӗлнӗ. Вӗсемпе вӑл хутшӑну-диалога кӗрсе тупӑшнӑ, чӑваш поэзийӗн анине ҫӗнӗ вӑрлӑх акнӑ.
«Кӗпер хывӑр!» сӑвва Ҫеҫпӗл 1921 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнче ҫырни паллӑ. Унӑн ку вӑхӑтри шухӑш-кӑмӑлне ҫав кунхине Ф.Пакрышень патне янӑ ҫырӑвӗнчен пӗлме пулать. «Хальхи вӑхӑтра пурӑнма мӗн тери йывӑр, — тесе ҫырать вӑл хӑйӗн украин тусӗ патне. — Кунӗн-ҫӗрӗн шӑв-шав, тавралла кӑнттам та чунсӑр салтаксем. Хама тӑр-пӗччен пек туятӑп. Пыйтӑ таврашӗ. Сивӗ ҫанталӑк. Кунсерен ассах пыракан выҫлӑх. <...> Каллех пӗрисен чухӑнлӑхӗпе теприсен пуянлӑхӗ ҫитрӗ».
Ҫак ҫырурах кирек хӑш самантра ҫывӑх ҫынна таптама хатӗр «пуҫ мимисӗр салтаксемпе ҫынсен кӗтӗвӗ» пирки асӑнни пур.
Халӗ сӑвӑ патне таврӑнар. Унта кӗпер урлӑ каҫаканӗсем (пуласлӑха ҫитекенӗсем тесе ӑнланмалла) тимӗр ураллӑ (такан атӑллӑ салтаксем тесе ӑнланмалла) тата чул чунлӑ. Тӗрӗссипе вӗсем маларах асӑннӑ кӗтӳ ҫыннисем. Лирика харкамҫи ҫав «паттӑррисен» шутне кӗмест, мӗншӗн тесен вӑл чунлӑ, куҫӗ куҫҫуль кӑларать. Ыттисем пек «вилесем урлӑ, шӑмӑ куписем ҫинче» кӗпер чӗнтӗрлеме, халсӑррисен чӗрисем ҫине хӑюллӑн таптама пултараймасть вӑл.
Камсем пулӗҫ-ши ҫав «хӗвеллӗ ыран енче»? Паллах, лирика харкамҫи йышшисем мар. Апла пулсан унта кӗпер хывса каҫма, ҫавӑнта ҫитессишӗн ҫынлӑха, чунлӑха пӗтерме кирлех-ши? Автор хӑрушӑ та тискер ӳкерчӗк тӑвать, сӑвӑ йӗркисене хуҫать, вӑй-халӗ пӗтсе ҫитнӗ харкамҫа суя оптимизмлӑ сӑмахсем калаттарать.
Хӑйӗн пултарулӑхӗпе Ҫеҫпӗл Мишши чӑваш поэзине тепӗр шая ҫӗклеме пултарнӑ. Унӑн сӑвӑ поэтикинчи ҫӗнӗлӗхӗсем лирика харкамҫин сӑнарӗпе, пӗтӗмӗшле хавха-ҫӗкленӳпе ҫураҫӑнма пултарнӑ. Наци чӗрӗлӗвӗн идейи унӑн яланах малта тӑнӑ, уншӑн чи хакли те пӗлтерӗшли пулнӑ. Хӑйӗн сӑввисенче сӑвӑҫ сӑмах пиҫӗлӗхне тӗрӗсленӗ, ҫӑра метафорӑсем, илтӗнекен тата тӗрлӗ тӗслӗн курӑнакан сасӑсен пӗрлӗхне йӗркелеме пултарнӑ. Халӑхӑмӑрӑн пин-пин ҫул пуҫтарӑннӑ сӑмах мехелӗ Ҫеҫпӗл умӗнче кӑвак хуппин уҫӑлнӑ. Чӑваша тӗнпе тӗрлӗ политика партийӗсем мар, чи малтан унӑн чӗлхи ҫӑлӑнӑҫ кӳрессе вӑл пӗтӗм чунтан-вартан ӗненнӗ. Унӑн ӗненӗвӗн хӗрӳлӗхӗ, вӑй-хӑвачӗ питех те хӑватлӑ иккенне эпир паян та туйса-курса тӑратпӑр. Ҫав ӗненӳ пире чӑваш пулма пулӑшать, тӗнчене чӑваш ятпа тухма йыхӑрать. XXI ӗмӗр вӑл пӗтӗмпех Ҫеҫпӗл ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртессишӗн кӗрешмелли самана пулӗ.